Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тимухха Хӗветӗрӗ

Тимухха Хӗветӗрӗ, — чӑваш чӗлхине тӗпчекенӗ, вӗрентекен. Чӑн ячӗ Тимофеев Фёдор Тимофеевич. 1887 ҫулхи раштавӑн 1 Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Муркаш районӗ) Якаткасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 25 ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ.

Орфографипе пунктуаци йӗркисене пӗрремӗш йӗркелекенӗ. Вӑлах пӗрремӗш тӑван чӗлхе вӗренӳ кӗнекисене тата программисене хатӗрлекен. Пособисем ҫавӑн пекех хатӗрленӗ. Вӗсене вӑл чӑваш тата вырӑс чӗлхисем ҫинче хатӗрленӗ.

Пурнӑҫӗ

1909 ҫулта Ҫӗмпӗрти чӑваш вӗрентекенсен шкулне, 1930 ҫулта СССР АН ҫумӗнчи Яфет институтне вӗренсе пӗтернӗ. 1918 ҫултанпа Етӗрне шкулӗнче вӗрентекен, 1921 ҫулта Вӑрнарти педагогика курсӗсен заведующиӗ пулса ӗҫленӗ. 1918 ҫулта «Наглядно-переводный метод ведения разговорных уроков в инородческих училищах» брошюрине пичӗтлесе кӑларнӑ. Ун хыҫҫӑн «Книга для обучения чувашскому правописанию» кӗнеки тухнӑ. Вӑл кӗнекен иккӗмӗш кӑларӑмӗ 1922 ҫулта кайран тухнӑ.

Фёдор Тимофеев 1922-1925 ҫулсенче чӑваш чӗлхине Ҫӗмпӗрти педагогика тата ял хуҫалӑх техникумӗсенче вӗрентнӗ. Вӑл вӑхӑтрах Чӑваш музейӗн заведующиӗ пулнӑ. Ку тапхӑрта унӑн «Грамматика чувашского языка: фонетика и морфология» (1924), «Основы чувашского синтаксиса» (1924), «Пунктуация письма» (1925), «Чувашское письмо» (1926) кӗнекисем тухнӑ.

Аспирантура хыҫҫӑн Фёдор Тимовеевич ЧНИИ-ӗн чӗлхен уйрӑмӗн заведующиӗ, кайран директор ҫумӗ вырӑнӗсенче ӗҫленӗ. 1930-1934 ҫулсенче педагогикӑпа ял-хуҫалӑх институтӗсенче доцент шайӗнче чӑваш чӗлхин лекциӗсене вуланӑ. Ку ҫулсенчех Т.М. Матвеевпа пӗрле 5-7 классем валли тӑван чӗлхе вӗренӳ кӗнекине ҫырнӑ. Ку вӗренӳ кӗнекине кайран пиллӗк хут ҫӗнӗрен пичӗтлесе кӑларнӑ.

1937 ҫулта ӑна айӑпсӑр репрессиленӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Тимухха Хӗветӗрӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-23 20:00:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 13758 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем